Ҫурлан 30-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗ хӑйӗн 389 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Паянхи куна ял 122 гектар лаптӑкра вырнаҫнӑ. Транспорт ҫыхӑнӑвӗ енчен ял тупӑшлӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. Сали витӗр чукун ҫул магистралӗ выртать, инҫех мар республика пӗлтерӗшлӗ «Йӗпреҫ–Улатӑр» урапа ҫулӗ вырнаҫнӑ.
Ялӑн ҫуралнӑ кунӗ нумай хӑнасене пуҫтарнӑ. Вӗсем валли ятарласа халӑх пултарулӑхӗн ал ӗҫӗсенчен ятарлӑ куравне йӗркеленӗ, харпӑр килте пеҫӗрне апат-ҫимӗҫен дигустацине ирттернӗ, суту-илӳ вырӑнӗсене йӗркеленӗ.
Савӑнӑҫлӑ уява Атрать ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Михеева Надежда Михайловна уҫнӑ. Улатӑр районӗн администраци пуҫлӑхӗ Романов Николай Григорьевич, Чӑваш Республикинчи патшалӑх канашлӑвӗн депутачӗ Ефремов Николай Николаевич, Улатӑр районӗн мухтавлӑ ҫынни, Гудов ялта пурӑнакан Виктор Михайлович ял ҫуралнӑ кунне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ ҫынсене уяв ячӗпе саламланӑ.
Ҫирӗпленнӗ йӗркепе ял тӑрӑхӗн администрацийӗ чи лайӑх вӗренекен шкул ачисене, спортсменсене, уйрӑм хуҫалӑхӑн пуҫлӑхӗсене, организаци тата учреждени коллективӗсене чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Чурачӑкра ирттернӗ ял уявне хутшӑннӑ. Тепӗр тесен, уяв сӗмӗ кӗртме пулӑшнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-тӗр-ха. Ял халӑхӗ умӗнче вӗсем «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакле лартса панӑ.
Чӑваш драма театрӗн артисчӗсем Ҫӗньял Чурачӑкра пӗрремӗш хут мар иккен-ха. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем унта «Савнӑ кин» тата «Юратсан юрлас килет» спектакльсемпе савӑнтарнӑ.
Хальхинче кӗтмен-туман ҫӗртен ҫумӑр ҫума тытӑнни те уяв сӗмне пӑсайман. Хамӑр енчен ҫакна та палӑртса хӑварар. Асӑннӑ театрӑн тӗп художникӗ Юрий Матросов асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ… Апла тӑк ял ҫыннисене вырӑна ҫитсе спектакльсемпе савӑнтарма май тупса панинче унӑн тӳпи те пурах-тӑр.
Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 10-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин тата Мӗшӗл ялӗсенче уявсем иртрӗҫ. Мӗшӗл ял кунне вара паллӑ чӑваш ӳнерҫи Николай Васильевич Овчинников ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Паллах, уяв юрӑ-кӗвӗсӗр, ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене парнесемпе чысланисӗр иртмерӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем те халӑх умӗнче сӑмах каларӗҫ, саламларӗҫ.
Мӗшӗл ял кунӗнче ытларах паллӑ ӳнерҫӗн пурнӑҫне аса илчӗҫ — уява та Николай Васильевич ҫуралнӑ ҫурт умӗнче ирттерчӗҫ. Порьфирьева Ева Васильевна — ӳнерҫӗн иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ — ӳнерҫӗн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пачӗ, хӑйӗн амӑшӗн портретне (ӑна ӳнерҫӗ ӳкернӗ) халӑха кӑтартрӗ. Чи кӑсӑкли — «Евчӗ» ӳкерчӗк ҫинче сӑнланнӑ 91-ри Алексеева Р.Е. — хӑй те уявра пурччӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем те ахаль ларманни курӑнчӗ — ял кунӗ тӗлне вӗсем «Пирӗн паллӑ ентеш» курав йӗркеленӗ.
Аксарин ял кунӗ вара клуб умӗнче иртрӗ. Ку уяв ял тӑрӑхӗнчи пуҫлӑхшӑн та хаваслӑ кун пулчӗ иккен — ҫак кун унӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килнӗ. Ӗсмел райповӗн суту-илӳ лавккисемсӗр пуҫне Аксарин ялне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксем илемлетнӗ.
Ял уявне йӗркеелссине юлашки ҫулсенче унта та кунта йӑлана кӗртсе ячӗҫ. Нумаях пулмасть, акӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи янтушсем йӗркеленӗ. Ҫак ятпа ял халӑхне Опытнӑй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Данилов саламланӑ. Янтуш ялӗн старостине Петр Ильина вӑл Тав хучӗпе сума сунӑ. Уявӑн тӗп поварне, Галина Федоровӑна та, ҫапла чысланӑ иккен. Тӑван ҫӗршывӑн ветеранӗсене, Никандр Степанова тата Анастасия Егоровӑна, Сергей Степанов усламҫӑ пулӑшнипе парнеллӗ тунӑ. Ялти маттурсене хавхалантарма чи лайӑх сӑра вӗретекене, чечек ӳстерекене, пахча-ҫимӗҫ туса илекене, чи лайӑх хушма хуҫалӑх ыттакана тата ыттисене тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ.
Ялти чи аслӑ ватӑсене — 102-ри Мария Ивановӑпа 99-ти Федосия Степановӑна та — чысланӑ, татах нумай пурӑнма ҫирӗп сывлӑх суннӑ.
Сӑнсем (20)
Кашни ҫулах ҫуллахи кунсенче ял халӑхӗ хаваспах Ял уявне паллӑ тума пуҫтарӑнать. Шӑматкун, утӑн 27-мӗшӗнче вара Ял кунне Етӗрне районӗнчи Анат Явӑш ялӗ уявланӑ. Уява Мӑн Явӑшсем кӑна мар, кӳршӗ ялӑн ҫыннисем те, чӗннӗ хӑнасем те пуҫтарӑннӑ. Ҫирӗпленнӗ йӑла тӑрӑх уява чи малтанах Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Т.С. Леонтьева уҫнӑ. Хыҫҫӑн ял ҫыннисене саламлама сӑмаха Етӗрне районӗн администраци пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин тата район администрацийӗн социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А. Г. Иванова илнӗ.
Уява пуҫтарӑннӑ халӑха К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театӑрӑн артисчӗ Григорий Федоров хӑйӗн кӑсӑклӑ концерт программипе илӗртнӗ. Унсӑр пуҫне куракансене сцена ҫине тухнӑ вырӑнти фольклор коллективӗ «Выла», Хӗрлӗ Чутай районӗн Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗнчи фольклор ансамблӗ «Шупуҫ» хӑйсен юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Яланхилле уяв иртнӗ тӳремре суту-илӳ ӗҫне ирттернӗ, ача-пӑчасем валли аттракционсем ӗҫленӗ.
Хӑйсен вӑй-хӑватне ял халӑхӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче тӗрӗсленӗ.
Пушкӑрт Республикинчи Авӑркас районне кӗрекен Треппелте ялӑн 240 ҫулхине паллӑ тунӑ. Ӑна «Сывлӑх сунатпӑр, хамӑр ялсем» ятпа ирттернӗ.
Кунти ламран лама пыракан йӑхсен шутне Виноградовсен, Умовсен, Григорьевсен, Волковсен, Даниловсен, Захаровсен, Колпаковсен тата Федоровсен ҫемйисене кӗртмелле.
Ҫавӑн йышши кирек мӗнле уяври евӗрех унта та вырӑнти ал ӗҫ ӑстисен пултарулӑхне кӑтартса паракан курав йӗркеленӗ. Халӑхӗ вара, чӑнах та, пултаруллӑ. Хӑшӗсем палассем тӗртеҫҫӗ, теприсем тӑмран савӑт-сапа ӑсталаҫҫӗ, йывӑҫран касса тӑвакансем те пур. «Тӗрлӗ ҫулсенчи Треппел ялӗ», «Треппел ялне пуҫарса яни», «Пирӗн ҫитӗнӳсем», «Ҫутҫанталӑка упрар» стендсем хатӗрленӗ.
Уява Авӑркас район администрацийӗн пуҫлӑхӗ М.Б. Ишемгулов та пырса ҫитнӗ. Ял халӑхне вӑл саламланӑ. Виталий Васильевичпа Таисия Романовна Волковсене вара «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальпе чысланӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ И.С. Захарова уҫнӑ. Вӑл вырӑнти пурнӑҫ пикри каласа кӑтартнӑ: шкул тата Культура ҫурчӗн ҫивиттине улӑштарни, асфальт сарни, кӗпер юсани тата ытти пирки.
Ял ҫыннин ӗҫсӗр ларма вӑхӑт ҫук. Анкартинче пахча, витере выльӑх-чӗрлӗх, пӳртре ҫемье — ӗҫӗ туллиех. Ҫапах ялта ҫынсем пурнӑҫа ӗҫлесе кӑна ирттермеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче анлӑ сарӑлнӑ ял кунӗсенче юрӑ-кӗвӗ шӑрантарса, ташӑ ҫапса савӑнаҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗн Атнар ял тӑрӑхӗнче ҫулсерен ҫуллахи кунсенче Ял кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Иккӗмӗш Хурашаш ялӗн ҫыннисен хӑйсен пуҫарӑвӗпе пысӑк, савӑнӑҫлӑ уяв кунне паллӑ тунӑ. Ку уяв нумай хӑнана, ял ҫыннисене илӗртнӗ.
Чи малтанах сӑмаха Антар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов илнӗ. Вӑл пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, телей, ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх суннӑ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вара Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗрӗн 70 ҫулӗ тӗлнелле ҫӗнӗ палӑксем хута ямалли ҫинчен калаҫнӑ. Ял ҫыннисем ку шухӑша ырланӑ, вара «нимелле» палӑксене туса лартмаллипе килӗшнӗ, ку ӗҫ валли ятарлӑ комисси тата яваплисене суйланӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ялӑн чи ватӑ ҫыннине, нумай ҫул пӗрлӗ пурӑнакан мӑшӑра тата ялӑн обществӑлла пурнӑҫне хутшӑнакансене асӑнмаллӑх парнесемпе чысланӑ.
Хыҫҫӑн Иккӗмӗш Хурашаш ял ҫыннисемпе, хӑнисене «Ҫартмас» фольклор ансамблӗ тата Хӗрлӗ Чутайӑн культурӑпа кану центрӗн коллективӗ хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.
Вырӑнти Ленин ячӗллӗ хуҫалӑхра чылай ҫул тӗп бухгалтерта тӑрӑшнӑ Милиция Павлова ҫак кунсенче тӑван, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗн, хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек тата ытти савӑнӑҫлӑ пулӑмпа асра юлӗ утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ ял уявӗ. Хӑйсен ылтӑн туйне кӑҫал паллӑ тӑвакан Николайпа Анфиса Квасовсене, ӗмӗр каҫалӑкне чӗрӗк ӗмӗр пӗрле такӑрлатакан Хураськинсемпе Падюковсене те саламланӑ. Василий Тимукова вара общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Евграфов Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.
Хурамалсене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Чугаров та, ветерансен районти канашӗн ертӳҫи Н.Н. Кузыков та пырса ҫитнӗ.
Уява вырӑнти тата Шупашкартан пынӑ артистсен концерчӗ малалла тӑснӑ. Тата, паллах, спорт мероприятийӗсем.
Юлашки ҫулсенче ял кунне уявлас йӑла кашни районта ҫирӗпленсе пырать. Шӑматкун, утӑн 19-мӗшӗнче Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи «Культура тата вулавӑшри ӗҫӗ-хӗлӗн аталану центрӗн» директорӗ Ю.Н. Николаева пуҫарӑвӗпе Канаш районӗнчи Кӗлтеҫулӗ ялӗнче те «пӗчӗк ялӑн» уявӗ иртнӗ. Унта выльӑх-чӗрлӗхе каҫхи апат панӑ хыҫҫӑн ялти ватти-вӗтти та пуҫтарӑннӑ.
Ял халӑхӗ умӗнче чи малтан сӑмаха Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ илнӗ. Вӑл уява пуҫтарӑннӑ халӑха саламланӑ, ял тӑрӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ялӑн чи ватӑ ҫыннине Раиса Гавриловна Григорьевӑна, ҫемьеленнӗ мӑшӑра — Павел Осиповича тата Зинаида Гавриловнӑна Козловсене, нумай ачаллӑ кил-йыша — Георгия Павловичпа Валентина Николаевна Козловсене тата ҫак эрнере ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫынсене асӑнмаллӑх парне панӑ.
Кӗлтеҫулӗ ялӑн ҫыннисене чи малтан «Хаваслӑ картиш» ача-пӑча ансамбле хӑйӗн юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Хыҫҫӑн хӑйсен концерт программипе Александр тата Любовь Макаровсем сцена ҫине тухнӑ. Ял ҫыннисем пахча ҫимӗҫӗ, улма-ҫимӗҫӗ тата килти сӑрана илсе тухса пӗр-пӗрне хӑналанӑ.
«Кун пек уява тахҫанах курман», — тенӗ-мӗн Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти уява пухӑннисем. Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрлӗн кӗрлекен ял кунӗ пуль тетӗр-и? Мар-ха. Вӑл тӑрӑхри халӑх валли утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вырӑнти райпо пысӑк уяв туса панӑ.
Мӑн Сӗнтӗрти потребитель обществин савӑнмалӑх-палӑртмалӑх сӑлтавӗ чӑннипех пулнӑ — вӑл 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Вырӑнти райпон «ҫавра» дата ҫывхарнине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем малтанах туйса тӑнӑ: иртнӗ уйӑх тӑршшӗпех райпо лавккисенче «Чи хастар туянакан» акци иртнӗ. Кам пин тенкӗрен ытлалӑх туянать, ҫавӑ лотерейӑна хутшӑнма тивӗҫет. Уявра вара чи хастар туянакансене парнесемпе чысланӑ. Николай Прохоров (уяв пирки хыпарлакан информацире вӑл ӑҫтан пулнине, шел те, каламан), сӑмахран, велосипедлӑ пулса тӑнӑ иккен. Ӑна кӑна чысламан-ха, ыттисене те парне лекнӗ. Кама — пӗчӗк хумлӑ кӑмака, кама — электричествӑпа ӗҫлекен чейник, кама — парне сертификачӗ. Парне списокӗнче ҫавӑн пекех — карас телефонӗ, телевизор, электровентилятор. Пурне те асӑнса пӗтереймӗн...
Уяв вара ирхи вунӑ сехетре мини-футболтан пуҫланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |